Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Николай Дворов

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Николай Михайлович Дворов — чӑваш сӑвӑҫи. 1940 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи (Тутарстан) Элшел ялӗнче ҫуралнӑ.
Н.М. Дворов 1999 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ.

Кун-ҫулӗ

Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Хусанти ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренсе инженер-механик дипломне илнӗ. Тӑван районӗнчи «Гигант» хуҫалӑхра вунӑ ҫул хушши тӗп инженерта тата икӗ ҫул партком секретарӗнче ӗҫленӗ. Ултӑ ҫула яхӑн «Родина» хуҫалӑха ертсе пынӑ, унтан 17 ҫула яхӑн Шемекри шкулта ачасене вӗрентсе пурӑннӑ.

Пултарулӑхӗ

Н.М.Дворов сӑввисемпе поэмисем «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Шурӑмпуҫ», «Ҫилҫунат» журналсенче, «Сувар», «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх», «Тантӑш», «Канаш», «Хыпар» хаҫатсенче тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ.

Унӑн халиччен ҫичӗ кӗнеке ҫапӑнса тухнӑ:

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хушма каҫӑсем



 
Категорисем: Николай Дворов

Тулли верси :: Статья каҫми